Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ.
Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ.
Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать.
Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ.
«Внукунук – философия добра» (чӑв. Внукунук — ырӑ философийӗ) проект хастарӗсем Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Слава ятлӑ мучие пӗр машина вутӑ илсе килсе панӑ.
Проект хастарӗсем — ҫамрӑксем. Вӗсем ырӑ ӗҫе 2020 ҫулта медиа-проект евӗр пуҫарса янӑ. Ӑна йӗркелесе янӑ Лена ятлӑ хӗр малтан хӑйӗн укҫипе ҫынсене пулӑшнӑ, анчах кайран укҫа хӗсӗнсе ҫитнӗ. Кӑҫал проекта ҫӗнӗрен ӗҫлеттерсе янӑ. Маттур ҫамрӑксем ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе пӗччен ватӑсене тупаҫҫӗ, вӗсен нуши-терчӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ, ырӑ ӗҫпе пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Хастарсене ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын та тӗрев кӳрет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Слава ятлӑ мучин килне газ кӗртмен, унӑн вутти те сахалланса юлнӑ. Хӗрсем ӑна пӗр машина вутӑ тата тутлӑ апат-ҫимӗҫ илсе килсе панӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама 21 ҫулти Мария Ивановӑна шаннӑ.
Мария 2020 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжӗнчен "ЧПУ станокӗсен операторӗ" специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче "Физика вӗрентӗвӗн методики" специальноҫпе хатӗрленнӗ. Халӗ Мускав политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче "Техника системинчи управлени" специальноҫпе 3-мӗш курсра вӗренет.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах.
Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче свалка ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар поселокӗ патнелле пӑрӑнмалли ҫул ҫывӑхӗнчи свалка ҫунма пуҫлани 15 сехет ҫурӑра паллӑ пулнӑ.
"Сывлама ҫук. Пӗтӗм тӗтӗм Кӑнар поселокӗ тата ҫывӑхри ялсем еннелле каять. Мӗн те пулин тума ыйтатпӑр. Тен, свалкӑна рекультиваци тумалла", - тенӗ унти ҫынсем.
Паян А-151 федераци ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, "Рено Логан" машина кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 уйӑхри ача пулнӑ
Юрать-ха, вӑл аманнӑ кӑна.
Руль умӗнче 26 ҫулти арҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл малта пыракан машинӑран иртсе каяс тесе ҫул хӗррине тухнӑ, унта руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Машина икӗ хутчен ҫаврӑнса тӑрри ҫине ӳкнӗ.
Ача автолюлькӑран тухса ӳкнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче агрофирмӑра гараж боксӗ ҫунма тытӑннӑ. Унта МТЗ-1025 трактор, ял хуҫалӑх техникин саппасӗсем ларнӑ. Пушарта вӗсем сиенленнӗ.
Ҫулӑма часах, 1 сехетрен, сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ӑна кӳршӗ склад ҫине куҫма паман. Унта вара 300 тонна тырӑ упранать.
Патӑрьел районӗнче Сител ялӗнче экскаватор-пугрузчик ҫуннӑ. Ҫулӑм мотор отсекне, машина кабинине сиенлетнӗ.
Чӑваш Енри муниципалитетсен ертӳҫисен ӗҫне соцсетьсем тӑрӑх хаклама тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Этеперӗ Олег Николаев ҫак эрнере ирттернӗ канашлура асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртмалла: влаҫ органӗсен тӗнче тетелӗнче хастар пулмалли пирки федераци шайӗнчех йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑх тата вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ 270-мӗш номерлӗ саккуна улшӑну кӗртрӗҫ.
Пирӗн республикӑра тӳре-шаран соцсетьсенчи хастарлӑхне кашни квартал вӗҫленмессерен хак парӗҫ.
Паянхи куна илсен муниципалитетсен мӗнпур ертӳҫин аккаунтсем пур. Вӗсем пуҫлӑхсене халӑхпа тӳрӗ диалог йӗркелеме тата аудиторипе ҫывӑх пулма пулӑшаҫҫӗ.
Хула ертӳҫисенчен Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев, Улатӑрти Денис Трифонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти Дмитрий Пулатов, Шупашкарти Денис Спирин; районсенчен Тӑвайӗнчи Владимир Михайлов, Ҫӗрпӳри Сергей Беккер, Вӑрнарти Андрей Тихонов уйрӑмах хастар.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи чиркӳре ылтӑн алка-эреш ҫухалнине асӑрханӑ. Килен-ҫӳрен чиркӳ валли укҫа хумалли ещӗк те уҫӑ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӑрӑ шала чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Полицейскисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. Ялта аллине кастарнӑ ҫынна курнине палӑртнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 49 ҫулти арҫын. Хайхискерӗн пурӑнмалли вырӑнӗ те ҫук. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ылтӑн алка-эреше туртса илнӗ. Ещӗкре мӗн чухлӗ укҫа пулнине палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |